Пултаруллă ентеш Аркадий Ĕçхĕл çуралнăранпа 110 çул çитрĕ

Пултаруллă ентеш Аркадий Ĕçхĕл çуралнăранпа 110 çул çитрĕ

Пултаруллă ентеш Аркадий Ĕçхĕл çуралнăранпа 110 çул çитрĕ

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Çĕрпÿ муниципалитет округĕн Янсакасси ялĕнче кун çути курнă чăвашсен паллă  прозаикӗ, поэчӗ, драматургӗ, публицисчӗ, критикĕ, сатирӑпа юмор ӑсти Аркадий Александрович Эсхель (Александров) çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Вăл Иккĕмĕш Вăрманкас территори уйрăмĕнче çуралса ÿснĕ, литература анинче паллă йĕр хăварнă тăватă çыравçăран пĕри.

 Аркадий Эсхелĕн ашшĕпе амăшĕ вăтам хресенсен шутĕнче пулнă. Аркадий малтан Хĕрлĕ Тури пуçламăш шкулта, унтан Çĕрпÿри сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. 1927 çулта вĕсен кил-йышĕ Тутар республикинчи Алексеевски районне кĕрекен Сиктĕрме ялне куçса кайнă. 1928 çулта сăвăç çак ялти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, Чистайри ял хуçалăх техникумне кайса кĕнĕ. Агороном специальноçне илнĕ хыççăн вăл вулăсри комсомол комитечĕн секретарĕ, колхоз председателĕ, ВЛКСМ Алексеевски райкомĕн агитаципе пропаганда пайĕн заведующийĕ, „Красный восток“ совхозри комсомол комитечĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. Çак вăхăтрах вăл Хусанти педагогика институтĕнче чĕлхепе литература факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ.

 Ку 1931 çулта тунă сăн ÿкерчĕк. Унта çырса хунă тăрăх, вăл, 17 çулхи çамрăк, Тутар республикинчи Калинин ячĕллĕ колхоз председателĕ. Шухăшлатăн  та мăнаçланатăн – мĕн тери пултаруллă çынна çунат парса аякка вĕçтернĕ Янсакасси ялĕ.  17-18 çулхи çамрăк çын çакăн пек яваплă ĕçсене пурнăçлама пултарни, чăнах та, тĕлĕнтерет.

Хăй ăрăвĕнчи çынсем пекех (иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенчи çамрăксен ăрăвĕ) вАркадий Эсхель те çав çулсенче çĕр-шывра пулса иртекен ĕçсенчен айăккинче тăрса юлма пултарайман. Вăл ялсене çĕнетес, халăх хут пĕлменлĕхне пĕтерес çĕре активлă хутшăннă. Шăпах çак çулсенче каччă литературăпа кăсăкланма тытăннă,  сăвăсем çырнă,  вĕсенче çĕнĕ пурнăçа мухтанă. 1932 çулхи кĕркунне  Эсхель  Шупашкара куçса килнĕ, хăйĕн пурнăçне тÿрремĕнех литературăпа çыхăнтарнă, чăваш писателĕсен организацийĕн правленийĕнче ĕçленĕ. 1933 çулхи çуркунне вăл тăван колхозне кайнă, унта колхоз председателĕн заместителĕ пулнă.

Тĕрлĕ çулсенче Аркадий  Эсхель «Канаш», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Илемлӗ литература», «Ялав» журналсенче ӗҫленӗ. Тепĕр тĕлĕнмелле пулăм – Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пуçланичченех 26 çулхи çамрăк Чăваш пистателĕсен Союзĕн правлени председателĕ пулса тăни пирĕн ентеш, чăнах та, калама çук пысăк талантлă çын пулнине çирĕплетет. 1937-мĕш çултанпа вăл СССР псателĕсен Союзĕн членĕ.

Литература ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн А. Эсхеле икĕ хутчен  „Хисеп палли“ орденпа, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе, КПСС обкомĕн тата ЧАССР Министрсен Совечĕн грамотисемпе наградăланă.

Аркадий Эсхель пултарулăхĕ нумай енлĕ. Литература ĕçне вăл 1930-мĕш çулсенче тытăннă, малтан сăвăсем çырнă, вĕсенче колхоз ĕçченĕсен пурнăçне, совет çыннисен иртнĕ вăрçă хирĕнчи паттăрлăхне мухтаса юранă. 1935 ҫулта вӑл «Ырӑ кун» ятпа сӑвӑ пуххи кӑларнӑ.  Çав тапхăрти произведенисенчен Эсхель пултарулăхĕнче“Ăмăрткайăк“ поэма (1944) уйрăмах палăрса тăрать. Ку поэмăра автор Совет Союзĕн Геройĕ Федот Никитич Орлов лётчик кун-çулĕ çинчен каласа кăтартнă май чăваш халăхĕн  Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи мухтавлă ĕçне сăнласа парать.

 Унăн „Анне“ сăввине пĕлмен чăваш пур-ши тата? Пуриншĕн те чи çывăх, чи кирлĕ çын çинчен вăл ахаль сăмахсемпех асра юлмалла, чуна тивмелле çырса кăтаратаь.

 „Кам пире ачашшăн лăпкать пĕчĕкрен,

Чипер çын тăвасшăн çунать чĕререн?

Кам пултăр, пĕлеççĕ туссем вăл камне.

Вăл пирĕн телей-çке, вăл пирĕн анне“, - тесе хыпарлать поэтăмăр.

Вăрçă хыççăнх çулсенче поэт ытларах проза жанрĕпе çырать. Кунта „Пурнăç илемĕ“, „Йăлăмри юрă“ „Тăван кил“, „Ашшĕпе ывăлĕ“ т.ыт. калавсене тата „Хĕвеллĕ çумăр“ повеçне аса илсе хăварас килет.

    А.Эсхель чăваш литературинче очеркпа публицистика жанрĕсене аталантарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлекен писатель. Вăл сатирăпа юмор жанрĕнче те нумай ĕçлет. А.Эсхель „Çĕрпе кăвак тÿпе“, „Вут чулĕ“, „Виçĕ туй“ пьесăсем çырнă. Çеçпĕл Мишши, Ф.Павлов, С.Элкер тата ытти писательсен пултарулăхĕ çинчен критикăллă статьясем нумай çырса кăларнă. Вăл вырăсларан чăвашла куçарнисем хушшинче А.Пушкин, Н.Некрасов, В. Маяковский, Т.Шевченко сăввисем, А.Фадеевăн „Çамрăк гварди“ романĕпе тутар драматургĕ Р.Ишмуратов çырнă „Вилĕмсĕр юрă“ пьеса паллă  вырăн йышăнаççĕ.

А.Эсхель сăввисем тăрăх Ф.Лукин, Г.Лебедев, А.Тогаев, Т.Фандеев композиторсем чылай юрă хывнă.

Аркадий Ӗҫхӗл 50 ытла кӗнеке кӑларнӑ.